Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурта сӳте пуҫланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.09.2014 21:19 | 1411 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти Петров урамӗнчи тӑк тӑнӑ ҫӗрте ишӗлме тытӑннӑ ҫурт пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Эрнекунтан унӑн пӗр пайне сӳтме тытӑннӑ. Епле ӗҫсем тӑвасси тата мӗн чухлӗ вӑхӑтра вӗҫлесси пирки калама хула влаҫӗсем тӑхтаса тӑраҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ҫурт тӑрӑмӗ пирки татса калама хӗн. Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш подъезда юпан 10-мӗшӗ тӗлне сӳтсе пӗтерешӗн.

Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пурӑннисен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пӗр ҫулсӑр татӑлса пӗтеймӗ. Ҫынсене епле ҫурт-йӗр парасси пирки юлнӑ икӗ подъезда тепӗр хутчен экспертиза тунӑ хыҫҫӑн кӑна татса памалла иккен. Ҫынсен ҫапла вара сахалтан та ҫур ҫул кӗтме тивӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсене тӗкӗнес мар тесен юсаса ҫӗнетме хӑтланса пӗрех вӑхӑт иртӗ. Кунсӑр пуҫне укҫана ӑҫтан тупассине хальлӗхе татса парайман иккен-ха.

Укҫа-тенкӗ пирки каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗнчен Дмитрий Медведевран инкеклӗ лару-тӑрура уйӑракан ҫурт-йӗр сертификачӗ валли укҫа ыйтнӑ-ха. Анчах Мускавран хальлӗхе хурав килмен. Хальлӗхе ҫынсен тӑвансем патӗнче е вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ятарлӑ пунктра тӗпленме тивет.

Ҫав вӑхӑтрах хӑшӗсем Украина таркайӗсем валли вырӑн тата пурӑнмалли услови туса параҫҫӗ, хамӑрӑннисем валли май ҫук-ши тесе тӗлӗннине те илтме тивет.

#Шупашкар, #ҫурт-йӗр, #пӑтӑрмахсем, #укҫа-тенкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73214
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем