Паянтан пирӗн республикӑра пушара хирӗҫле ятарлӑ режима пӑрахӑҫланӑ. Ку йышӑнӑва правительство шайӗнче ҫирӗплетнӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫапла ҫирӗп йӗркепе Чӑваш Ен ҫу каҫрӗ. Пушара хирӗҫле ятарлӑ режима ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех йышӑннӑччӗ. Ун чух шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк тӑма пуҫланӑччӗ те инкек-синкек сиксе тухасран вӑрмансене кӗме те кӗҫех чарчӗҫ. Хӑш-пӗр районта пушар хӑрушсӑрлӑхне IV класс тесе те палӑртнӑччӗ. Апла пулин те пачах инкексӗр пулмарӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӑрмансенче ҫичӗ хутчен пушар тухнӑ. Ҫуннӑ лаптӑк — 20 гектара яхӑн. Пӗлтӗр вӑрманта пӗр пушар та пулман. Апла пулсан вӑрмана кайсан асӑрханулӑх пирки манма юрамасть.