Паян, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, Пичет ҫурчӗ патӗнче каллех ҫынна ҫапса хӑварнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫнӑ чухне таптанӑ.
Инкек тӳснӗскере ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Хальлӗхе тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ кӑшт йывӑртарах пулнине пӗлтереҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах каҫхи 4 сехет ҫурӑра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 1972 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫуран ҫынсен каҫмалли вырӑнта ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Шевроле-Ланс маркӑллӑ урапа (автомобиль) кӗрсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Аса илтерер: Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатнӑ хыҫҫӑн Пичет ҫурчӗ патӗнчи чарӑнура унччен икӗ ҫынна таптаса кайнӑччӗ. Пӗр ҫын сурансене пула вилнӗ, тепри аманнӑ. Кӗркунне халь пур каҫмана пӗтерӗҫ — ҫынсен чукун ҫул хӗррипе каҫма тивӗ.
Migulaj // 1902.46.6840
2014.09.03 15:56 | |
Тархасшăн "иномарка" тесе çырма чаранăр. Ун вырăнне автомашинă, автомобиль е тăватă урапаллă хатĕр тесе çырма сĕнетĕп. |