Чӑваш Енри кивӗ ҫуртcем ҫинче вӗсене хӑҫан сӳтессине кӑтартакан таблицӑсем ҫакса хумалла. Ҫапла хушнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкун районсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.
Ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен куҫарас ӗҫ хальхи вӑхӑтра малтанхи тапхӑрта пырать иккен. Ӑна 2013–2014 ҫулсене палӑртнӑ пулнӑ. Кивӗ ҫуртсенчен 3824 ҫынна куҫармалла. Хальлӗхе вӗсенчен пӗрре-пиллӗкмӗш пайӗ кӑна куҫарайнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртсене, республикӑн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 85 процент хатӗрлесе ҫитернӗ. Шупашкарта сахалтарах: 47 процент. Строительство министрӗ республика Элтеперне ӗнентернӗ тӑрӑх, халӗ ку енпе ыйту тавраш ҫук. Малтан шанчӑксӑр подрядчиксем ура хунӑ пулсан, халӗ ыйту татӑлнӑ имӗш.
2017 ҫулччен 860 кивӗ ҫурта сӳтсе унта пурӑнакансене ҫӗнӗ ҫӗре куҫармалла.