Эстонирен Чӑваш Ене тӑтӑшах килсе ҫӳрекен Ираида Захарова пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Вӑл Эстонире чӑваш наци тумӗн музейне те уҫнӑ иккен. Ираида шкултан вӗренсе тухсан Санкт-Петрбургри университета кӗнӗ. Мӑшӑрӗпе унтах пурӑнма юлнӑ.
Ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче вӗсем Эстоние куҫса кайнӑ. Ираида каланӑ тӑрӑх, тӑван кӗтесне чунӗ яланах туртнӑ. Музей уҫас шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ-мӗн. Унӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ алӗҫӗпе аппланнӑ-мӗн. Ҫавна май ӗлӗкхи япаласем пухӑннӑ. Анчах Ираида музей уҫас шухӑша майӗпен пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ираида музей уҫиччен Эстонири радиора ӗҫленӗ. Вӑл унта халӗ те чӑвашла «Ӑраскал» кӑларӑм ертсе пырать. Эстони халӑхӗ чӑваш культурипе питӗ кӑсӑкланать.
Кӑҫалтан пуҫласа Ираида чӑваш тӗррине вӗрентме тытӑннӑ. Эстонире 1000 яхӑн чӑваш пурӑнать. Темиҫе ҫул каялла Ираида «Чӑвашсем» кӗнекене эстон чӗлхипе кӑларнӑ. Нумаях пулмасть ҫак кӗнекене Эстонири шкулсенче вӗренӳ программине кӗртнӗ.
Эстонири чӑвашсен ентешлӗхӗн ӗмӗчӗсем пысӑк. Ираида Захарова шухӑшӗпе, тӑван тӑрӑхран пин-пин ҫухрӑмра пурӑнсан та йӑх тамарсене манмалла мар, ачасене тӑван халӑх йӑлипе килӗшӳллӗн воспитани памалла.