Ҫемье арканнин сӑлтавӗнче мӑшӑрсенчен пӗри аякра ӗҫлесе ҫӳрени те пуррине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ каллех ӗҫлесе ҫӳрекенсем пирки. Мускавра чӑвашсем уйӑхра 8 пин тенкӗ тӳленишӗн те хуралҫӑра ӗҫлеме хатӗр иккен. Кун пирки «Коммерсантъ-Власть» журнал пӗлтерни тӑрӑх «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Материалта Мускавра ӗҫлекен хуралҫӑсен тата хӑна ҫурчӗсене тирпейлекенсен йывӑр пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ иккен. Унта Мӑкшӑ республикинче ҫуралнӑ 38-ти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗп хулара хайхисен кӳрентернипе вӗҫӗмех тӗл пулма тивет иккен.
Чӑваш Ене Мӑкшӑ тата Тыва республикисемпе танлаштарнӑ май ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫынсем чухӑнлӑха пула каяҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Мускаври хуралҫӑсенчен пӗри, хӑйне унта пурӑнакан ҫын тесе паллаштарнӑ ҫын, хуралҫӑ ӗҫӗн сумӗ аякрисем килсе кӗнӗ хыҫҫӑн чакнине пӗлтернӗ иккен. Ҫав ҫын чӑвашсем кунне 800 тенкӗшӗн те ӗҫлеме килӗшнине палӑртнӑ имӗш. 10 смена ӗҫлесен 8 пин тенкӗ пухӑнать. Хӑйне Мускав ҫынни тесе паллаштарнӑ этем хуралҫӑсене маларах хӑйсене кӳрентерсен те сӑмах чӗнмесӗр ирттерме вӗрентнине пӗлтернӗ, ялтан килнӗ ҫынсем ун пек тума пӗлменнине кура хирӗҫтӑрусем сиксе тухаҫҫӗ имӗш.
2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Мускавӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ администраци округӗн влаҫӗсем ют ҫӗршыв мигранчӗсене Раҫҫей регионӗсенчен, ҫав шутра Чӑвашран та, пыракансемпе ылмаштарас шухӑшлине пӗлтернӗ иккен. Владимир Говердовский префект регионсенчен килекенсем вӗене сӗнекен условипе килӗшнине, Вӑтам Азинче ҫуралса ӳснисенчен кая мар ӗҫленине палӑртнӑ.
2012 ҫули авӑн уйӑхӗнче вара Superjob.ru портал президенчӗ Алексей Захаров «Эксперт» журнала шӑв-шав ҫӗклеттермелле интервью панӑ. Унта вӑл чӑваш рабочийӗсем Вӑтам Азинчен килекенсемпе конкуренцие кӗрсе ӳкнине асӑннӑ. Унӑн паллакан усламҫисем чӑвашсемпе ӗҫлеме кӑмӑлланине палӑртнӑ, мӗншӗн тесе вӗсем сахал укҫа ыйтаҫҫӗ иккен.