Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Апат-ҫимӗҫ хакланнишӗн ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.08.2014 00:05 | 1286 хут пӑхнӑ
Политика

Республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ сасартӑк хакланнишӗн хӑш-пӗр ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗсӗр юлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин паянхи ларӑвӗнче. Унта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе епле пулмаллине сӳтсе явнӑ.

Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта асӑннӑ виҫе пӗрремӗш кварталтинчен 7,7 процент хӑпарса 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Вӑй питтисен вӑл — 7402 тенкӗ, пенсионерсен — 5689 тенкӗ, ачасен — 6980 тенкӗ.

Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталну министерстви апат-ҫимӗҫ туянса тӑкакланнин виҫи 213 тенкӗ ӳснӗ имӗш. Ҫӗрулми хакӗ, сӑмахран, 6 тенкӗ те 33 пус хакланнӑ, ҫавна пула тӑкакасем 40 тенкӗ те 55 пуса ҫити хӑпарнӑ пулать. Пахчаҫимӗҫ тӑкакӗ 83 тенкӗ те 17 пус хӑпарнӑ, аш-какай илме 56 тенкӗ те 52 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет иккен, улма-ҫырла валли — 15 тенке яхӑн, сӗт-турӑхшӑн — 10 тенкӗ те 52 пус. Ҫӑмарта, пулӑ, тип ҫу кӑштах йӳнелнине кура вӗсене туянса тӑкакланнин виҫи 11 тенкӗ те 8 пуслӑх сахалланнӑ пулать.

Канцеляри, медицина таварӗ, строительство материалӗ хакланнине пула апат-ҫимӗҫ мар хаксемшӗн те ытларах кӑларса хума тивет. Ҫавна пулах транспорт, йӑла пулӑшӑвӗ, страхованинчи тӑкаксем хакланнӑ имӗш.

Михаил Игнатьев виҫӗ уйӑхра хаксем 7–8 процент хӑпарнинчен тӗлӗннӗ иккен. Туса илекенпе сутакан хушшинче услам тӑвакансем пулмалла марри пирки хӑй маларах каланине вӑл тепӗр хутчен аса илтернӗ. Унтан вӑл Вӑрнар районӗнче ытларах елчӗксен апат-ҫимӗҫне сутнине асӑрханине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑрнарсен курӑнсах кайман курӑнать. «Павлов (сӑмах ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пирки пырать. — Авт.) тата Кузьмин (Чӑваш Енӗн пурлӑх министрӗ Анатолий Кузьмин. — Авт.) — иксӗр те Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем. Сирӗн тӑрӑхра йӗркесӗрлӗх хуҫаланать», — тенӗ вӑл.

Унтан Элтепер тавар туянакансене хӳтӗлемеллине аса илтернӗ. Унтан вӑл виҫҫӗмӗш кварталта ун пек цифрӑсем (сӑмах хак хӑпарни пирки пырать) пулмалла мар тесе асӑрхаттарнӑ. Ку енпе лару-тӑрӑва йӗркелесе пырайманнисене вӑл ӗҫрен хӑтарасси пирки асӑрхаттарнӑ май 2010 ҫулта хускатнӑ ыйтусемпе паян та тӗл пулнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ.

#политика, #хаксем, #Вӑрнар районӗ, #Елчӗк районӗ, #апат-ҫимӗҫ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Вӑрнар, #Елчӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем