Куславкка хула кунне тата Физкультурниксен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак кун «Атӑл» сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс халӑха тӳлевсӗр йышӑннӑ. 10 сехетрен пуҫласа тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ.
Атӑл хӗрринче велосипедҫӑсем чупнӑ. Пляжра волейболистсем вӑй виҫнӗ. Хула кунӗнче культура мероприятийӗсем иртнӗ. Ҫӳллӗ пуканесем ачасене те, аслисене те савӑнтарнӑ. Унтах «Пулас ӑрӑва халаллатпӑр…», «Хулан поэчӗсем пур», «Кӗнеке бульварӗ чӗнет…» акцисем йӗркеленнӗ.
Куславкка хула пуҫлӑхӗ Александр Ларионов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб, Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ентешӗсене уявпа саламланӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никоноров, Куславкка ентешлӗхӗн председателӗ, ЧР тава тивӗҫле тухтӑрӗ Юрий Зорин тата ыттисем пулнӑ.
Ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. 19 сехетре концерт пуҫланнӑ. Хусанти «Дорогудо» рок-н-рол ушкӑнӗ те килнӗ. Унтан куславккасене Хусанти «Авиация» шоу-балет тата Куславккари «Женское счастье» (чӑв. Хӗрарӑм телейӗ) савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (95)