Красноармейски районне кӗрекен Тӑватпӳрт ялӗ пысӑках мар. Унта 35 ҫурт ҫеҫ, вӗсенче 29 ҫын пурӑнать. Ытларахӑшӗ — тивӗҫлӗ канурисем, ӗҫ ветеранӗсем. Ял илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпах-и кунта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем, халӗ хулара пурӑнаканскерсем, ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Пӗчӗк ялта лавкка та ҫук. Эрнере икӗ хут автолавкка килет, халӑха таварпа тивӗҫтерет.
Ялта ҫын сахал, апла пулсан та вӗсем туслӑ. Тӑватпӳртсем ҫулсерен ял уявне пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ. Ҫак кун Вӑрман урамӗнчи хурӑнсемпе йӑмрасем ҫывӑхӗнче уяв валли лапам хатӗрленӗ.
Уява Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Суховетрюк, Ветерансен канашӗн председателӗ Иван Ильин тата культура ӗҫченӗсем килнӗ. Вӗсем халӑха саламланӑ, тулӑх пурнӑҫ суннӑ. Культура ӗҫченӗсем Илья Степанов композитор купӑс каланӑ май юрӑсем шӑрантарнӑ.
Сӑнсем (9)