Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Шел те, Шупашкарти 40 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче пурӑнакан ашшӗ-амӑшне савӑнтармах тӑрӑшман. Ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче вӑл, ӳсӗрскер, киле пырсах ҫапӑҫса тухса кайнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшӗпе арҫын виҫӗ преступлени тунӑ тесе пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче: хӗненӗ, сывлӑха вӑтам йывӑрлӑхлӑ сиен кӳнӗ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫме пуҫланӑскер амӑшне вут пуленккипе персе унӑн чӗркуҫҫине ыратарнӑ, ашшӗ енне мрамор татӑкӗ илсе ывӑтнӑ, анчах лешӗ пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ. Ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ май «Эпӗ сана вӗлеретӗп. Сирӗн вырӑн ҫӑва ҫинче!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Ашшӗпе-амӑшне сӗрӗмпе вилетӗр тесе те хӑратнӑ. Унтан тӗпелтен вӑл ашшӗне пуҫӗнчен тата кӑкӑрӗнчен чышкӑпа янлаттарнӑ. Алӑри хутаҫӗпе (унта апат-ҫимӗҫ тата эрех кӗленчи пулнӑ) те ҫапса панӑ вӑл пуҫран. Кун хыҫҫӑн ашшӗ урайне йӑтӑнса аннӑ.
Ывӑлӗ ашшӗне «тӑн кӗртнӗ» хушӑра амӑшӗ йӗрке хуралҫисене чӗнме ӗлкӗрнӗ. Лешсем пырса кӗрсе ҫапӑҫакана лӑплантарнӑ, ватӑ ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Судра хӗрӗхри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма килӗшмен. Анчах суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑнса 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха ирӗке хӗсме йышӑннӑ.
