Ҫакӑн пек ятлӑ наци уйлӑхӗ кӑҫалтанпа Тутарстанта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть пӗрремӗш смена вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енри «Эткер» уйлӑх йышшине кӳршӗллӗ ҫав регионта йӗркелес шухӑш тахҫанах пулни пирки Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ. Кӑҫал вара уйлӑха йӗркелемех йышӑннӑ. Ӑна уҫма Чӑваш наци конгресӗ тата Чӑваш наципе культура автономийӗ хытах тӑрӑшнӑ-мӗн. Сахал мар укҫа-тенке вырӑнти усламҫӑ тата меценант, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев хывнӑ. Лагере тытса тӑрассине Тутарстанӑн Вӗренӳ министерстви хӑй ҫине илнӗ.
Уйлӑх пурӗ вунӑ кун ӗҫленӗ: утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ та 23-мӗшӗнче хупӑннӑ. Анчах килес ҫул йӗркелӳҫӗсем хастартарах пулса ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелемелли республика программине лекме ӗмӗтленеҫҫӗ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи ачасем валли 50 вырӑнлӑх икӗ сменӑллӑ уйлӑх ӗҫлеттерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче Тутарстанӑн 8 районӗнчи 25 ача каннӑ.
Тӑван чӗлхене вӗренме ачасене тӗрлӗ кружок тата чӑвашсен историйӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курни, кӑсӑклӑ ҫынсемпе тӗл пулни пулӑшнӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Кӑсӑклӑ ҫынсем шутӗнче Раиса Сарпине, Валери Туркая, Афанасий Порфирьева асӑнаҫҫӗ. «Яковлев эткерлӗхҫисене» вӗсем хӑйсен кӗнекисене парнеленӗ, шкул вулавӑшне чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекесене парнеленӗ.