Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кокель плэнерӗ вӗҫленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.07.2014 16:45 | 1337 хут пӑхнӑ
Культура Плэнер хупӑннӑ кун
Плэнер хупӑннӑ кун

Чӑвашран нумай паллӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен пӗри — Алексей Афанасьевич Кокель. Вӑл чӑваш ӳнер аталанӑвне нумай витӗм кӳнӗ. Кокель плэнерӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал 7-мӗш хут иртнӗ плэнер утӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.

Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Алексеева, РФ халӑх ӳнерҫи, ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗн председателӗ Р.Федоров живописҫӑ, Украина халӑх ӳнерҫи, Украинӑри ӳнерҫӗсен наци союзӗн Хорьковри организацийӗн председателӗ В.Ковтун тата ытти сумлӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Михаил Игнатьев Кокель плэнерне пула чӑваш халӑхӗн ырӑ ячӗ тӗнчипех сарӑлнине палӑртнӑ. Кӑҫал плэнер Алексей Кокель ҫуралнӑ тӑрӑхра — Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче — иртнӗ. Алексей Афанасьевич тӑван кӗтесне ӳнер аталанӑвӗн центрӗ тума ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ теме те пулать ӗнтӗ. Плэнер ҫулсерен Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӳнерҫӗсене пухать. Кӑҫал вара Чӑваш Ене Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчен, Пенза облаҫӗнчен, Симферопольтен, Украинӑран килнӗ.

Плэнерта ӳнерҫӗсем ҫутҫанталӑк лапамӗнче ӗҫленӗ, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Плэнер пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн курав йӗркеленӗ.

Сӑнсем (13)

#пленерсем, #ӳнер, #Патӑрьел районӗ, #Турхан, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем