 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 «Чӑваш пичечӗ» «Ирӗклӗх» общество пуҫарнӑ чӑваш чӗлхи акцине хутшӑннӑ.
Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» хастарӗсем Шупашкарта клиентсемпе ӗҫлекен организацисене «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырнӑ хутсем ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ. Ку обществӑра чӑвашла калаҫассине сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗсем.
Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» «Чӑваш пичетне» акцине хутшӑнма чӗнсе ҫыру янӑ. Предприятин тӗп деректорӗ Станислав Александров-Убасси сӗнӗве йышӑннӑ. Анчах «Чӑваш пичечӗ» текста кӑштах улӑштарнӑ: «Кунта чӑвашла та ыйтма пултаратӑр».
«Ирӗклӗх» хатӗрленӗ ҫыпӑҫтаркӑчсем Шупашкарти тата республикӑри киосксенче иртнӗ эрнере курӑнма пуҫланӑ. Вӗсене сутуҫӑсем чӑвашла пӗлекен киосксенче ҫеҫ ҫыпӑҫтарнӑ.
«Ирӗклӗх» пуҫарнӑ акципе килӗшӳллӗн хальлӗхе 300 ытла ҫыпӑҫтаркӑч вырӑн тупнӑ. Ҫитес вӑхӑтра организаци республикӑри ытти предприятие ҫыру яма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Етӗрнери тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗсем, «Ҫӑкӑр», «Букет Чувашии», «Акконд», «Смак» АУОсем.
| Agabazar // 4342.8.6260 2014.07.20 16:00 | |
|  | Чăваш пичечĕ те чăвашла калаçнăшăн (кăштах!) чăх пек савăнасси çеç юлать ĕнтĕ | 
| Migulaj // 1902.46.6840 2014.07.20 16:46 | |
| Сăнӳкерчĕкĕ иккĕлентерет. Унта та "чăвашла та калаçма пултараççĕ, калаçмаса та пултараççĕ пулĕ". | |
