«Чӑваш Ен литератури» фестивальте ҫӗнтернӗ кӗнекесем кӗҫех «калаҫма» тытӑнӗҫ. Чӑваш наци вулавӑшӗнче аудиокӗнекесем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ятарлӑ пӳлӗмре пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта микрофон, компьютер вырнаҫтарнӑ. Юлашки ҫак эрнере унта 6 хайлава аудиокӗнеке валли вуланӑ.
Ку вулавӑш ӗҫченӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх. Халӗччен унта кунашкалли пулман. Йӗркелӳҫӗсем хальхи авторсен хайлавӗсемпе вулакана паллаштарасшӑн. Ҫавӑнпа чылай кӗнекене чӑвашла та, вырӑсла та «калаҫтараҫҫӗ». Пӗрисене профессионал дикторсем вулаҫҫӗ, теприсене — авторсем хӑйсем. Ав Марина Карягина ҫыравҫӑ хӑйне ҫухатнӑ така пирки каласа кӑтартать.
Аудиокӗнекене пур ҫӗрте те вулама май пур. Ҫавӑнпа вӑл паха та. Апла пулин те вулавӑш ӗҫченӗсем библиотекӑна килекенсен йышӗ сахалланасран пачах хӑрамаҫҫӗ.
Ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Компакт-диска кирлӗ чухлӗ тиражпа ҫеҫ кӑларӗҫ, вӗсене республикӑри вулавӑшсене салатӗҫ. Хальхи авторсен хайлавӗсене Чӑваш наци вулавӑшӗн сайтӗнче те итлеме май пулӗ.