Чӑваш наци музейе ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. 2 миллион та 856 пин тенке мӗн тӗллевпе тӑкаклӗҫ-ха? Музей «Чӑваш тӗррин музейӗ. I тапхӑр» пултарулӑх проектне пурнӑҫа кӗртӗ.
Чӑваш наци музейӗнче чӑваш халӑх тӗррин 18-19-мӗш ӗмӗрсенчи тӗслӗхӗсем упранаҫҫӗ. Ку пухмач — наци пуянлӑхӗ, халӑх мӑнаҫлӑхӗ.
Чӑваш халӑх тӗррин аталанӑвӗнче Алькешри «Паха тӗрӗ» артелӗн тӳпи пысӑк. Вӑл 1923 ҫулта йӗркеленнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗ-хӗлӗ музей экспозицинче тӗп вырӑнсенчен пӗрине йышӑнӗ.
Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗррин ӑсталӑх лаҫҫине уҫма палӑртнӑ. Унта ачасемпе ӑсталӑх класӗсем, интерактивлӑ занятисем ирттерӗҫ.