Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар ҫыннисем хулари пӗр картишре ӳсекен йывӑҫ-тӗмшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, кунта нумаях пулмасть урапа лартмалли вырӑн тума тытӑннӑ-ҫке-ха. Ку вара, халӑх шухӑшӗпе, йывӑҫ-тӗме сиенлетме пултарать. Уйрӑмах ҫынсене 150 ҫулхи юманӑн шӑпи кулянтарать.
Урапа лартмалли ятарлӑ вырӑн тунӑшӑн пӗрисем савӑнаҫҫӗ-ха. Теприсем вара самаях хуйха ӳкнӗ. Картишри юмана халӑх телей палли вырӑнне хурать. Ун айӗнче темиҫе ӑру ӳснӗ. Кунта пурӑнакансенчен пӗри ятарлӑ тӗпчев ирттерсе юман миҫе ҫултине палӑртнӑ: 150 ҫултан кая мар. Халӗ вӑл хӑрушлӑхра иккен. Рабочисем йывӑҫпа юнашар ҫӗр чавнӑ. Ун чухне вӗсем юман тымарне сиенлетме пултарнӑ-мӗн. Халах шухӑшӗпе, юмана урапа лартмалли вырӑн та (парковка) япӑх витӗм кӳме пултарать-мӗн. Шупашкарта ҫакнашкал ватӑ йывӑҫсем сахал, вӗсене шутлама алӑри пӳрне те ҫитет. 20 ҫул каялла хӑш-пӗри ҫак картишре хӑйсем тӗллӗн хурӑн, сирень тӗмӗ лартнӑ.
Халӗ хашӗ-пӗри хӑйсем лартнӑ йывӑҫ-тӗме кӑкланӑшӑн кӑмӑлсӑр. Теприсем парковка чӳрече айӗнчех пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Урапа хуҫисем вара савӑнаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен урапа нумайланать. Вӗсене ҫул ҫине лартса хӑвараймӑн-ҫке.
— Парковка тӑвиччен лапама тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ. Унта ӳсекен юмана никам та сиен кӳмест, — тенӗ Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев.
Ҫапах халӑх кӑмӑлсӑр. Урапа нумайлансан вырӑн каллех ҫитмӗ, ӑна малалла тӑсӗҫ. Эппин, картишре йывӑҫ-тӗм валли вырӑн юлмӗ. Ҫакнашкал юмана ҫитӗнтерме вара ӗмӗр ытла кирлӗ.
