Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗ Пӑрачкав районӗнчи «Восход» тата М.Горький ячӗллӗ ЯХПКсен фермисенче ветеринари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ.
Ҫӑртме уйӑхӗнче Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем асӑннӑ фермӑсене планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Икӗ тӗслӗхре те ветеринари нормисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Икӗ фермӑра та лейкозпа чирлӗ ӗнерен суса илнӗ сӗте сутнӑ-мӗн.
Кунашкал сӗте сутни Таможня союзӗн «Сӗтпе сӗт продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» техника регламенчӗн йӗркипе килӗшӳллӗн мар. Ҫавӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ организацисен председателӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.