«Вӑрӑн алӑ кукӑр», - теҫҫӗ те. Темӗн те пӗр ҫав хатланаҫҫӗ ҫав, темӗн те вӑрлаҫҫӗ: урапаран пуҫласа… ҫӑматӑ таранах.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хӗлле Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын полицие килнӗ те ҫӑматӑсем ҫухални пирки каланӑ. 60 мӑшӑр таранах. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫӑматӑ йӑвалать, вӑл вара вӗсене сутма пулӑшать. Курупкари ҫаматӑсем, сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваланӑскерсем, хваттерӗнче упраннӑ.
Полицейскисем вӑрра тупса палӑртнӑ. Ҫӑматӑсене арҫыннӑн унчченхи арӑмӗ тата унӑн тӑванӗ йӑкӑртнӑ-мӗн. 24-ри хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӑматӑсем – упӑшкипе пӗрле пухнӑ тупра-мӗн, ҫавӑнпа тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавна май кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.