Ҫак эрнере Чӑваш Енти «Вӑрман юмахӗ» санаторине кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут тулай чӑвашсен ачисем канма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхи ҫӗршывӑн 10 регионӗнчен 45-ӗн килнӗ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсен ачисемпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл «Эткер» этнонкультура лагере хӑйӗн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, юррисемпе, тӗррисемпе пуян чӑваш культурин элчисем пуҫтарӑннине палӑртса хӑварнӑ. Канма килнӗ ачасене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» кӗнекене асӑнмалӑх тесе парнеленӗ.
Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, лагере канма пухӑннӑ ачасене тӑван этнокультурӑпа та паллаштараҫҫӗ.
Migulaj // 3001.04.2320
2014.06.28 19:50 | |
Канма килнĕ тулай чăвашсен ачисемпе министр мĕнле чĕлхепе калаçнă? | |
Migulaj // 3001.04.2320
2014.06.29 07:54 | |
Эпĕ çырнине ăнланман пулĕ? |