Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Историпе географи факультетӗнче чӑвашла диплом хӳтӗленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.06.2014 22:44 | 1575 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнче иртнӗ эрнекун чӑвашла ҫырнӑ диплом хӳтӗлевӗ иртнӗ. Чӑвашра пурӑнатпӑр пулин те ку хыпара хӑшӗсем темӗнле пысӑк ӗҫ тунӑн йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Ара, унччен апла туман та, тӗлӗнтермӗш евӗрех туйӑнать пуль ҫав… Вырӑс, чӑваш чӗлхисен тата журналистикӑн факультечӗсенече чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ха. Анчах историпе географи факультетӗнче халиччен ун пекки пулман.

Диплома чӑвашла ҫыраканӗ — Дмитрий Степанов ятлӑ студент. Диплома вӑл «Чӑваш наци конгресӗ: кун-ҫулӗ, паянхи лару-тӑрӑвӗ тата пуласлӑхӗ» темӑпа ҫырнӑ.

Студент диплома чӑвашла ҫырнӑ чух хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулнине пытарман. «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхин ӑслӑлӑх чӗлхи пттех аталанман, — тенӗ вӑл. — Хам пӗлекен ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курма тиврӗ. Сӑмахран, пайташ (член), элчӗ (представитель), элтеш (гражданин)».

Диплома пиллӗклӗх хӳтӗлеме пултарнӑшӑн вӑл питӗ савӑннӑ. Май пулсан Степанов хӑйӗн темипе кӗнеке те кӑларасшӑн.

Диплом ҫырнӑ чух каччӑ чӑваш наци юхӑмӗнче паллӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсенчен интервью илнӗ. Ҫавсен шутӗнче Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш президенчӗ Атнер Хусанкай, Чӑваш наци аталанӑвӗн партийӗн ертӳҫи пулнӑ Николай Лукианов, Виталий Станьял филолог тата ыттисем асӑнма юрать. Атнер Хусанкай диплом ӗҫне рецензи ҫырса хак панӑ. Ӗҫе хӳтӗленӗ ҫӗре Чӑваш Енри пӗртен-пӗр культурологи докторӗ Владимир Васильев тухса калаҫнӑ. Вӑл чӑвашла диплом ҫырни историпе георграфипе факультетӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнине, ырӑ йӑла иксӗлмессе шаннине палӑртса хӑварнӑ.

#ЧПУ, #истори факультечӗ, #ЧНК, #истори, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1904.html
 

Комментари:

Migulaj // 2763.70.3457
2014.06.26 16:23
Питĕ кăмăллă хыпар. Маттур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем