Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.06.2014 12:59 | 1701 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Хисеплӗ ентешӗмсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп! 

Чӑваш Ен — тӗлӗнмелле илемлӗ тӑрӑх, кунта ӗҫчен, тарават та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. 

Эпир хамӑрӑн халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ культурине, авалхи йӑли-йӗркине тирпейлӗн упраса ӑруран ӑрӑва паратпӑр. Туслӑх, пӗр-пӗрне ӑнланни, ыттисемпе тимлӗ пулни, тӑван ҫӗре юратни, аслисене хисеплени — ҫакӑ пире хамӑрӑн нумай нациллӗ республикӑри тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫӑва упрама пулӑшать.

Чӑваш Ен ҫуллен илемленсе, пуянланса пырать, кунти пурнӑҫ та хӑтлӑланать. Ҫынсем, кашни ҫемье хӑйсене социаллӑ пурнӑҫ енӗпе лайӑхрах туясси вӑй илет. Ку — пирӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ.

Экономика кал-кал аталанать. Юлашки икӗ ҫулта строительство керамикин ҫулталӑкра 60 млн штук кирпӗч кӑларакан питех те пысӑк «КЕТRА» завочӗ, «Етӗрнесӗт» АУОн тата нимӗҫсен паллӑ Develey компанийӗн ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен завочӗсем хута кайнӑ, «Трактор савучӗсем» концернра ҫӗнӗ йышши «Агромаш 4000» комбайнсен производствине пуҫарнӑ.

Хуласемпе районсенче пурӑнмалли ҫӗнӗ кварталсем ҫӗкленеҫҫӗ. 2013 ҫулта пурӑнмалли 837 пин тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр хута янӑ, 10 пин ытла ҫемье хӑйсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарнӑ.

Юлашки икӗ ҫулта республикӑра халӑх йышӗ хӑй тӗллӗн ӳссе пынине шута илнӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 10 процент пысӑкланнӑ. Ачасен шкулчченхи 23 учрежденине тунӑ тата реконструкциленӗ. 2014 ҫулта тата ҫӗнӗ 14 ача пахчи уҫӑлмалла, вӗсен ҫурт тӑвӑм валли 1 млрд тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейӗн чи лайӑх спорт регионӗн ятне тивӗҫсе Наци премине илчӗ. Пирӗн патра халӑх йышлӑ хутшӑнакан вӑй-хал культурипе спорт мероприятийӗсем час-часах иртеҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлатпӑр, аталаннӑ спорт инфратытӑмне йӗркеленӗ, ҫавна май республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын физкультурӑпа тата спортпа туслӑ. Кӑҫал Чӑваш Ене спортӑн тӗрлӗ енӗпе пӗтӗм Раҫҫейри 18 ӑмӑртӑва ирттерме шаннӑ. 2015 ҫулта Шупашкарта Европӑри ҫӑмӑл атлетсен командӑсен чемпионачӗ иртмелле, 2016 тата 2018 ҫулсенче — Тӗнчери хӑвӑрт утакансен кубокӗ.

Пирӗн тӗллев — Чӑваш Енре пурӑнакан кашни иккӗмӗш ҫын сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пытӑр тесе условисем йӗркелесси. Ҫак тӗллевпе уйӑхсерен Сывлӑх кунне ирттерме йышӑннӑ — ҫав кунсенче мӗнпур спорт объекчӗ ҫынсене тӳлевсӗр йышӑнать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче юлашки ҫулсенче шкул стадионӗсен футбол уйӗсене ҫӗнетнӗ, ҫуртсен картишӗсенче тренажерсемпе тивӗҫтернӗ спорт комплексӗсем вырнаҫтарнӑ, вӗсемпе кӑмӑл пуррисем пурте усӑ курма пултараҫҫӗ. 2010–2013 ҫулсенче кӑна Шупашкарта пысӑк темиҫе спорт объектне хута янӑ, ҫав шутра — Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ ҫумӗнчи бассейн, ачасемпе ҫамрӑксен 9-мӗш спорт шкулӗн шывра ишмелли бассейнӗ, 2013 ҫулхи раштавра вара «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ. Шупашкарӑн пысӑк тата икӗ спорт объектне — Олимп хатӗрлевӗн маунтинбайк центрне тата Пӑр кермене — хута яни ҫитӗннисемпе ачасене спортӑн интереслӗ ҫӗнӗ енӗсемпе туслашма май парӗ.

Шупашкар хулине никӗсленӗренпе — 550, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленесси, ҫак уявсене ирттересси малалли улшӑнусемшӗн хушма тӗрев пулӗҫ. Анлӑ проектсене пурнӑҫланӑ май Чӑваш Ен тата та илӗртӳллӗрех регион пуласси куҫ кӗрет.

Социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑри тата политикӑри тӑнӑҫлӑх, нацисен хушшинчи ҫураҫу, общество хӑрушсӑрлӑхне, кашни ҫын прависемпе ирӗкӗсене тивӗҫтерни ыранхи куна ҫирӗппӗн тата шанчӑкпа пӑхма май параҫҫӗ. Ваттисем «иртни — асра, пуласси — ӑсра» тенӗ. Пирӗн халӑх нумай ӗмӗре тӑсӑлакан историйӗнче тума пултарнинчен пӗтӗм лайӑххине упраса тата аталантарса пырса, асаттесен халалӗпе йӑлисене асра тытса, паянхи ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртсе эпир малалла ҫирӗппӗн куҫӑпӑр.

Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, телей, ырлӑх, хамӑрӑн ҫӗр-шывӑмӑр аталанӑвӗшӗн пурнӑҫлакан пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу сунатӑп!

Чӑваш Республикин Элтеперӗ М. Игнатьев

#Республика кунӗ, #саламсем, #Шупашкар, #спорт, #культура, #сывлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем