Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Элӗксен Акатуйӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.06.2014 16:50 | 1778 хут пӑхнӑ
Республикӑра Элӗксем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ
Элӗксем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ

Ӗнер Элӗк районӗ те Акатуя пухӑннӑ. Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Николай Якимов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Мидуков тата ытти сумлӑ хӑна ҫитнӗ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ака-сухана пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал элӗксем ӑна ӑнӑҫлӑ, вӑхӑтра вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ентешӗсене Раҫҫей кунӗпе те саламланӑ.

Алла Самойлова элӗксене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятӗнчен саламланӑ. «Новый путь» ЯХПК председательне Иван Николаева, «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн» Элӗк районӗнчи филиалӗн агрономне Надежда Прохоровӑна ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.

«Новый путь» ЯХПК инженерне Алексей Михайлова, склад заведующийне Евгений Максимов, «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн» Элӗк районӗнчи филиалӗн ертсе пыракан агрономне Надежда Афанасьевӑна, «Журавлев» фермер хуҫалӑхӗн тӗп инженерне Михаил Петрова, «Авангард» ЯХПК трактористне Геннадий Трофимова, «Новый путь» ЯХПКн ӗне сӑвакан операторне Зинаида Багоровӑна, Ульянов ячӗллӗ ЯХПКн ӗне сӑвакан операторне Людмила Сергеевӑна та ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Тавӑтри В.С.Марков ячӗллӗ шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекенне Николай Васильева «ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» ята панӑ.

Фермер ӗҫне тинтерех пуҫӑннӑ Сергей Романова тата Александр Михайлова 1 100 000 тенкӗлӗх грант панӑ. Элӗк шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихоновӑна тата «Хӗвел» воспитательне Светлана Ивановӑна ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Акатуйра ыттисене те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн хавхалантарнӑ.

Кун хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем тата чӑваш эстрадин артисчӗсем тухнӑ. Хӑнасем алӗҫ ӑстисен пултарулӑхне пӑхса киленнӗ, наци апат-ҫимӗҫне, килти сӑрана тутаннӑ.

Сӑнсем (70)

#Элӗк районӗ, #Акатуй, #уявсем, #Элӗк, #Тавӑт, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем