Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Шупашкарта турккӑ ӑсчахӗсен кӗнекисене хӑтлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 06.06.2014 07:56 | 1821 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ турккӑ кӗнекисем
Чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ турккӑ кӗнекисем

Шупашкарта турккӑ ӑсчахӗсен Эмине Йылмазӑн тата Фейзи Эрсоян чӑваш чӗлхипе культурине халалланӑ кӗнекисене хӑтлама палӑртнӑ. Мероприятие ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре ирттерме шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Эмине Йылмаз (качча кайнӑ хыҫҫӑн унӑн хушамачӗ Джейлан пулса тӑнӑ) — паллӑ турккӑ тӗпчевҫи. Доктор кандидатне вӑл чӑваш чӗлхин историлле фонетики темӑпа хӳтӗленӗ. Хӑтлава унӑн «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Ses Bilgisi» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле фонетики) тата «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Morfoloji» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле морфологийӗ) кӗнекисене кӑларӗҫ. Унӑн «Ҫuvaş Atasözleri ve Deyimleri» (чӑв. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем) чӑваш сӑмахлӑхӗпе те паллашма май килӗ. Турцире ун пек кӗнекене пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Йылмаз турккӑлла Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспине» те куҫарнӑ. Хӑтлава пыракансем унпа та паллашайӗҫ.

Фейзи Эрсоя «Турккӑпа монголсен чӗлхе ҫыхӑнӑвӗсем тата чӑваш чӗлхи» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ӗҫе вӑл икӗ ҫул каялла уйрӑм кӗнекен кун ҫути кӑтартнӑ. 2010 ҫулта турккӑла пичетленнӗ чӑваш чӗлхин грамматикипе те, Улӑп-паттӑрсем ҫинчен каласа кӑтартаканнипе те паллашма май туса парӗҫ.

Хӑтлава камсем хутшӑнассине те палӑртса хунӑ. Йыша Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Николай Егоров, Геннадий Дегтярев тата Виталий Сергеев чӗлхеҫӗсем, ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов тата Наци вулавӑшӗн ертӳҫи Светлана Старикова кӗнӗ.

#Шупашкар, #турккӑ чӗлхи, #наци вулавӑшӗ, #ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #кӗнекесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1889.html
 

Комментари:

Marka // 8938.5.5066
2014.07.24 17:19
Тĕрĕк тесе калаççĕ,туркă мар.Хăвăрăн чăвашла калаçма вĕренмелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем