Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн ҫу уйӑхӗн 29–30-мӗшӗсенче 300 ытла ҫын юн панӑ. Вӗсене пурне те унта пӗр тӗллев — ҫын пурнӑҫне ҫӑласси — илсе ҫитернӗ.
Вӗсенчен 190-шӗ пурнӑҫӗнче юн пӗрремӗш хут панӑ. Килнисен йышӗнче сайра тӗл пулакан юн ушкӑнӗллисем, юн резусӗ минуслисем те пулнӑ. Ку вара уйрӑмах паха. Шӑпах сайра тӗл пулаканнисем уйрӑмах кирлӗ.
Ҫу уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче ача-пӑча медицина организацийӗсенче промо-акци иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн пӗчӗк пациентсем аслисене тав тунине кӑтартакан открыткӑсем ӳкернӗ. Медицина стационарӗсенче сипленекен ачасем алӑ вӗҫҫӗн ӳкернӗ ӳкрчӗксем кирек камшӑн та хаклӑ.