Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестор Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литкаҫ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2009 16:42 | 2031 хут пӑхнӑ

«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче Нестор Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ. Уява Янкас премийӗн лауриачӗсем, Трак тӑрӑхӗнчи Шетмӗ Михали, Николай Ершов сӑвӑҫсем хутшӑннӑ.

Паллах, литература каҫӗ шкул ачисемсӗр иртмен — вӗсем пултаруллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене пӑхмасӑр каласа панӑ. Унтан Упи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ «Ача-пӑча вӑййисем» программӑпа паллаштарнӑ.

 

Нестор Янкас 1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Янкасра ҫуралнӑ. Малтан пуҫламӑш шкулта, унтан Упири ултӑ ҫул веренмелли шкулта, каярахпа Ҫерпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулта вереннӗ. 1928 ҫулта Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, типографире наборщикре ӗслеме тытӑннӑ. 1930 ҫулта «Сунтал» журнал редакцине куҫнӑ. 1932 ҫулта вӑл Самар хулине куҫса кайнӑ. 1934 ҫултанпа сӑвӑҫ Чӑваш АССР кӗнеке издательствинче кӗнеке калӑплакан редактор пулнӑ, унтан «Сунтал» журнал редакцийӗн ответлӑ секретарӗнче ӗҫленӗ.

Н. Янкас литература ӗҫне 1928 ҫулта хастарлӑн кӳленнӗ. Вӑл калавсемпе очерксем те ҫырнӑ, тӗрлӗ халӑх поэзине чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ирхи йӗрсем» (1931), «Сӑвӑсем» (1935, 1939), «Парне» (1940), «Иккӗмеш парне» (1941), «Катя» (1958), «Лирика» (1961).

#Красноармейски районӗ, #Упи, #Янкас, #литература, #шкулсем, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем