Пӗчӗк кимӗ-карапсен патшалӑх инспекцийӗ шыва кӗме васкамалла маррине аса илтерет.
Атӑлӑн Шупашкар ҫывӑхӗнчи акваторийӗ патӗнче асӑннӑ тытӑм ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ те ҫынсем шыва кӗме пуҫланине асӑрханӑ. Вӗсене тӗрӗслевҫӗсем шыв кӗмелли тапхӑр ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен кӑна уҫӑлассине асӑрхаттарнӑ. Вӑл вӑхӑта ҫӑлавҫӑсем те ӗҫе кӳлӗнӗҫ.
Кӑҫал республикӑра официаллӑ майпа 15 пляж ӗҫлемелле. Хальлӗхе юханшывсенчи тата кӳлӗсенчи шыв температури 13 градуса яхӑн иккен. Сивве пула мышца хутлатса лартас хӑрушлӑх пысӑк. Ун пек чухне ҫыннӑн алли-ури хускалайманнипе путас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 8 пӑтӑрмах пулнӑ та ӗнтӗ. Пилӗк ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.