Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Финнсене Кунерти хоккей курупки тӗлӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.05.2014 17:18 | 1714 хут пӑхнӑ
Республикӑра Кунерти шкул // raznesi.info сайтран илнӗ
Кунерти шкул // raznesi.info сайтран илнӗ

Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче икӗ финн — Анттипе Лаури — чарӑннӑ. Вӗсем велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ-мӗн. Ют ҫӗршыв ҫыннисем шӑпах вӗсем патӗнче канма чарӑннӑшӑн кунерсем савӑннӑ иккен. Урамри тасалӑх, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем финнсене тӗлӗнтернӗ.

Пӗрремӗш кунхине финнсемпе вулавӑшра тӗлпулу йӗркеленӗ. Лаурипе Анттие ял историйӗпе, кӗнеке фончӗпе паллаштарнӑ. Акӑлчан чӗлхин учителӗ Т.И.Александрова тата 10-мӗш класс вӗренекенӗсем Н.Ильина, Е.Романова, Е.Волкова куҫаруҫӑ вырӑнӗнче пулнӑ.

Иккӗмӗш кун финнсемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ иртнӗ. Ирхине вӗсем Кунер шкулне ҫитнӗ, вӗсем валли унта экскурси йӗркеленӗ. Анттипе Лаурине ҫӗнӗ спорт залӗ, хоккей курупки килӗшнӗ. Финлянди — хоккей ҫӗршывӗ, анчах, тӗлӗнмелле те, унта кунашкал «пуянлӑхпа» мухтанаймаҫҫӗ-мӗн.

Аттипе Лаури ҫулҫӳреве 4 ҫул хатӗрленнӗ. Хельсинкирен пушӑн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Хальлӗхе Раҫҫейре 2 000 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Кунер хыҫҫӑн вӗсем Хусана, унтан Ӗпхӳне, Омска, Казахстана, Китая, Непала ҫитӗҫ. Раштав уявне Автралире кӗтсе илме палӑртнӑ. Унта укҫа ӗҫлесе илнӗ хыҫҫӑн АПШна кайӗҫ. Кун хыҫҫӑн Европӑра ҫулҫӳревре пулӗҫ. Финляндие тепӗр ҫулталӑкран ҫеҫ ҫитӗҫ.

Хӑнасем Кунерте таврапӗлӳ музейне те ҫитсе курнӑ.

#ҫулҫӳревҫӗсем, #Куславкка районӗ, #Кунер, #шкулсем, #Ӗпхӳ, #Омск

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем