Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Анатолий Печниковӑн автор концерчӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.04.2014 22:12 | 1757 хут пӑхнӑ
Персона Анатолий Печников
Анатолий Печников

Паян сцена ҫине такам та тухать. Хӑшӗсем сӑввине те хӑйсемех ҫыраҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, юррине те шӑрантараҫҫӗ. Калӑн — тӗлӗнсе каймалла пултарулӑх! Анчах ҫав «шедеврсенчен» хӑшӗсене итлеме тӑрсан хырӑм тытса ахӑлтататасси кӑна юлать. «Эп сана юрататӑп, эс мана юратмастӑн» йышши сӑмахсемлӗ, ансат кӗвӗллӗ юрӑсене радио-телекуравпа та янӑратаҫҫӗ-ха. Анчах, телее, чуна тивекен тарӑн шухӑшлӑ, ҫепӗҫ кӗвӗллӗ юрӑсем те пур-ха. Вӗсенчен хӑшӗсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑш чух ҫавсен авторӗсем кам иккенне те пӗлместпӗр.

Акӑ, аса илер-ха Виталий Гордеев хӑй вӑхӑтӗнче шӑрантарнӑ «Ӗмӗр пулӑпӑр пӗрле» юрра. Е тата Иван Христофоров репертуарӗнчи «Икӗ ҫӑлтӑра». Ҫак тата ытти юрӑн авторӗ — Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкулта 30 ҫула яхӑн музыка учителӗнче ӗҫленӗ Анатолий Печников. Анатолий Александрович патӗнче вӗреннӗ ачасем те, тен, хӑйсене епле пултаруллӑ ҫын вӗрентнине пурте пӗлмен-тӗр.

Хӑй вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш__ ялӗнче шӑп та лӑп 60 ҫул каялла ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутӑн (ун чух ҫав аслӑ шкула хальхи пек университет темен) музыкӑпа педагогика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтан шӑпа ӑна Иккассинчи шкула илсе ҫитерет. Ачасене музыкӑна вӗрентнипе пӗрлех Анатолий Печников ялти Культура ҫуртӗнче «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамбльне виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗнтӗ ертсе пырать. Хуткупӑспа тата баянпа калакансен кружокӗсене те ертсе пынӑ вӑл.

Ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра вара Анатолий Печников юрӑсем кӗвӗленӗ. Ҫук-ха, халӗ те кӗвӗлет. Унӑн хайлавӗсене республикӑри паллӑ сцена ӑстисем шӑрантарнине эсир ӑнлантӑр ӗнтӗ.

Ҫак кунсенче республикӑн наци вулавӑшӗнче Анатолий Печниковӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Автор концертӗнче маларах асӑннӑ «Ҫӑлкуҫ» халӑх вокал ансамблӗ, Иван Христофоров, Тамара Гурьева, Зоя Лисицына, Рена Грачева, Маргарита Туринке, Лариса Васильева, Владимир Егоров, Ольга Родионова, Светлана Рожкова юрӑҫсем Анатолий Александрович ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.

Паллӑ кун ячӗпе юбиляра тӗрлӗ шайри тӳре-шара, пултарулӑх ҫыннисем саламланӑ.

#юбилейсем, #Шупашкар районӗ, #наци вулавӑшӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Иккасси, #шкулсем, #Туктамӑш, #концертсем, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем