Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен филологи енӗн ӑстаҫисем — чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсем — И.Я. Яковлев ячӗллӗ педуниверситетри чӑваш уйрӑмӗн 1-мӗш курс студенчӗсене ӗҫлӗ тӗлпулӑва йыхравларӗҫ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулӑвӑн тӗллевӗ — студентсем хушшинче ӑслӑлӑх туртӑмлӗ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси тата ӑсчах пулма хӑнӑхтарасси.
Институт ӗҫченӗсем пултаруллӑ яш-кӗрӗме Ӑслӑлӑх канашӗн пӳлӗмӗнче йышӑнчӗҫ. Кунтах чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсен юлашки 3 ҫулта тухнӑ кӗнекисемпе кӑларӑмсен ятарлӑ куравӗпе паллашма май пулчӗ. Студентсем 50 томпа кӑларма палӑртнӑ сӑмахлӑх пуххин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе, 7 томлӑ ӑнлантару словарӗн 2 кӗнекипе, 2 томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарьпе тата ытти ӑслӑлӑх ӗҫӗсемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ.
Институт директорӗ Юрий Исаев, чӗлхе тӗпчевҫисем Александр Кузнецов, Алевтина Долгова, Геннадий Дегтярёв, сӑмахлӑх тӗпчевҫисем Вячеслав Ендеровпа Надежда Ильина институт ӗҫӗ-хӗлӗпе, ӑслӑлӑх шыравӗнчи ҫитӗнӳсемпе йывӑрлӑхсем пирки каласа пачӗҫ. Ҫавӑн пекех филологи тата техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Павел Желтов, фонетика тӗпчевҫи тата сӑвӑ ӑсти Пётр Яковлев, Чӑвашра социолингвистика ӑслайӗсене аталантаракан Алос-и-Фонт Эктор ҫамрӑксен чун-чӗри патне ҫул тупма тӑрӑшрӗҫ.
Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май Геннадий Дегтярёв ҫакна палӑртса хӑварчӗ: «Паянхи калаҫу хыҫҫӑн ҫамрӑксенчен пӗрин те пулин ӑслӑлӑх енне чунӗ выртсан ку сӑнавлӑ акцие ҫулленех ирттерӗпӗр. Студент чухне тӗпчев вӑрттӑнлӑхне ӑша хывни ӑсчах ӗҫӗнче кӑна мар, кулленхи пурнӑҫра та ҫул уҫса пырать».
Сӑнсем (6)