Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Кӑҫалхи кинофестивале чӑвашла киносене те кӗртӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2014 22:19 | 2042 хут пӑхнӑ
Ӳнер Пӗрлӗх ушкӑнне кӗрекенсем
Пӗрлӗх ушкӑнне кӗрекенсем

Кӗҫнерникун, акан 17-мӗшӗнче, Чӑвашкино ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ятарласа пӗр ыйту кӑна сӳтсе явнӑ — ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен кино фестивальӗнче чӑвашла киноматографине кӗртессине.

Пӗтӗм тӗнчери кино фестивальне 7 чӑваш киновне тӑратма йышӑннӑ. Хальлӗхе, вӑхӑт иртсе кайнине пула, ку ӗҫсем конкурс тулашӗнчисем пулӗҫ. Ҫак картинӑсене кӗртнӗ: «Аксар» студи хатӗрленӗ «Чупкӑн» тата «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» илемлӗ фильмсене, «Салам» студи ӳкернӗ «Юхха» фильма, «Орион» кӑларнӑ «Манӑн та телейлӗ пулас килет» картинӑна, «Спектр» студин «Последняя кража» ӗҫе (ӑна вырӑсла ӳкернӗ). Ку выляв фильмӗсем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех 2 документаллӑ ӗҫе хушӗҫ: Пӗрремӗш наци киностудийӗ «Чӑвашфильм» ӑсталанӑ «Генерал Тихонов» тата «Муса Мусалиев: Путь воина» фильмсене. Ку икӗ картина та Юрий Спиридонов режиссёр ӗҫӗсем.

Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗлтешӗвне кӑҫал пуш уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи пулма Олег Михайлович Цыпленкова суйланӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче ҫак пӗрлӗх Шупашкарта кино тата видео ӳкерекенсене пӗрлештерсе тӑрать. Ҫак организацие Чӑваш Республикин культура министерстви, электронлӑ информаци архивӗ йӗркелеме пулӑшнӑ. Хальлӗхе 7 учредитель: Оринов Вячеслав, Алексей Иванов-Сӗрмек, Олег Цыпленков, Алексей Ефремов, Медведев Николай, Сергеев Юрий, Ефремов Константин. 2015 ҫулта пӗрлӗх Шупашкарта Чӑваш кино фестивальне (Пӗтӗм тӗнчери кино фестивалӗсӗр пуҫне) ирттерес шухӑшлӑ. Ҫак ӗҫе йӗркелеме мероприятин Йӗрки-шывне (положенине) Вячеслав Оринова хатӗрлеме панӑ.

#Аксар, #Спектр, #Орион, #кино фестивалӗ, #фестивальсем, #Шупашкар, #Салам

 

Комментари:

Petr-I // 3007.37.1079
2014.04.20 08:55
Маттурсем! Чăваш киноне çӳле çĕклер! Ĕлĕкрех инди киносене мĕнле халăх тулнă, çавăн пекех туллă кинозалсем пуçтаччĕр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем