Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Шупашкар каччи Кавказ тӑвӗсем патне велосипедпа ҫитесшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.04.2014 16:25 | 1467 хут пӑхнӑ
Персона Никита Васильев ҫулҫӳревре
Никита Васильев ҫулҫӳревре

Шупашкар каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫулӗ кӗске мар. Каччӑ Шупашкартан Капкас (Кавказ) тӑвӗсем патне ҫитесшӗн. Никита республика тулашне ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ. Халӗ вӑл Чулхула облаҫӗнче. Ыран вӑл Саранскра чарӑнса хула тӑрӑх ҫӳреме шухӑшлать.

Никита Васильев хӑйӗн аккуанчӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш кунхи шухӑшсене ҫыратӑп. Ҫул ҫинче тӑватӑ сехет пултӑм, 60 ҫухрӑм ҫеҫ кайрӑм-ха. Ку, 1,5 уйӑх велосипед ҫине ларманнине шута илсен, лайӑх кӑтарту. Талӑкра 100 километртан ытла кайма палӑртман. Манӑн ниҫта та васкас ҫук-ҫке. Чӑваш Енре кунне 150 ҫухрӑм та кайнӑ. Хальлӗхе хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫилпе киленетӗп».

Никита канмашкӑн уйра е вӑрман хӗрринче чарӑнать. Хӑш чухне унӑн кӑвайт чӗртмешкӗн те вӑй юлмасть-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗн сивӗ консерва ҫиме тивет.

Ӗнер Никита Васильев Воротынец — Сергач — Лукояны ҫула парӑнтарма май килни, Саранск ҫулӗ ҫине тухни пири ҫырнӑ. Пӗр талӑкра вӑл 78 ҫухрӑм кайнӑ.

«Пӗтӗм вӑйран ӗҫлерӗм. Саранск ҫулне питӗ курас килчӗ. Кӑмӑл тулли, анчах ывӑнтӑм. Кӑвайт чӗртме вутӑ-шанкӑ аран пуҫтартӑм. Анчах юлашкинчен алӑ султӑм та палаткӑна кӗрсе выртрӑм», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.

«Pro Город» хаҫат корреспонденчӗсен Никита Васильевпа ҫыхӑнма май килнӗ. Вӗсене вӑл Саранскра чарӑнасси, хулапа паллашасси ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах хальлӗхе ӑҫта выртса тӑрасси паллӑ мар-ха. Никита ҫулҫӳреве ҫу уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.

#Шупашкар, #ҫулҫӳревсем, #Кавказ, #Саранск, #кӳршӗре, #Чулхула облаҫӗ, #велосипедсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg13.ru/news/view/1252
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем