Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Ҫӗршывӑн Культура министерстви «Раҫҫей» тата «вырӑс» тенисем тан тесе шухӑшлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.04.2014 19:55 | 1574 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Раҫҫейӗн Культура министерстви «Раҫҫей» тата «вырӑс» сӑмахсем пӗр пек тесе шухӑшлать иккен. Ҫакна вӑл «Патшалӑхӑн культура политикин никӗсӗ» программа проектӗнче палӑртса хӑварнӑ. Документа ҫӗршыв Президенчӗн Администрацине ярса панӑ та ӗнтӗ.

Проектра «Вырӑс (Раҫҫей) культурин цивилизациллӗ тӗшши» Раҫҫей империйӗ, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗ аталаннӑ тапхӑрта ылмашманнине палӑртнӑ. «Раҫҫей патшалӑхӗн йышӗнчи халӑхсем ҫӗршыв аталаннӑ май пӗрлехи культурӑна йышӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем Раҫҫей культуринче тӗл пулман наципе культура уйрӑмлӑхӗсенчен пӑрӑннӑ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен автор проекчӗсем.

«Факт енчен пӗр пеккине кура «вырӑс» тата «Раҫҫей» ӑнланусене уйрӑма май ҫук», — тенӗ-мӗн документра. Ҫав вӑхӑтрах унта «Пӗрлехи Раҫҫей культури Раҫҫейӗн тымар халӑхсен ҫитӗнӗвӗсене ӗмсе илнӗ» шухӑш та пур иккен.

Культура министерстви «мультикультурализм идеологине ним тусан та йышӑнмалла мар» шухӑшлӑ иккен. Раҫҫейӗн йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсемпе килӗшсе тӑмалла мар тыткаланине «пултарулӑх ирӗклӗхӗ» тата «наци хӑй тӗллӗнлӗхӗ» текен нимле ӑнлав та тӳрре кӑлараймассине палӑртать имӗш.

#Раҫҫейре, #политика, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1817.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.16 08:17
Эпĕ кунта тахçанах çырнăччĕ: выльăхланнă чурасем Вырăс Ен федерацийĕнче пурăнакан ытти халăхсене те хăйсен шутне кĕртесшĕн тесе. Мана уншăн кунта питĕ кӳрентернĕччĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем