Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Саманапа пӗр кӗвӗллӗ ӑсчах

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Дегтярева 12.11.2008 16:08 | 1574 хут пӑхнӑ

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче “М.Я.Сироткин эткерӗ тата литература пӗлӗвӗпе фольклористикӑн, культурологипе педагогикӑн паянхи ыйтӑвӗсем” ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Михаил Яковлевич Шупашкар районне кӗрекен Анаткас ялӗнче ҫуралнӑ (ку ял халь Ҫӗнӗ Шупашкар йышне кӗрсе кайнӑ). 1939 ҫулччен вӑл пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ, инспектор-методист, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен, педучилище завучӗ пулса ӗҫленӗ. 1939–1941 ҫулсенче М.Я. Сироткин — Чӑваш наука тӗпчев институчӗн (хальхи гуманитари институчӗн) ертӳҫисенчен пӗри. Ун хыҫҫӑн Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗленӗ — вӑрҫӑра пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитиех пулнӑ. Хыҫҫӑнхи ҫулсем пединститутра тата университетра иртнӗ.

Пирӑн наци культурин историне Сироткин чӑваш литературин аталанӑвне тӗпчекен пек кӗрсе юлнӑ. Михаил Яковлевич –“Революцичченхи чӑваш литературин очеркӗсем”, “Чӑваш совет литература историйӗн очеркӗ”, “Чӑваш фольклорӗ” тата ытти сумлӑ монографисен авторӗ. Чӑваш литературине ун умӗн тӗпченӗ ӑсчахсем пурте Сталин лагерӗнче пӗтнӗ е республика тулашӗнче урӑх ӗҫпе вӑрттӑн-кӗрттӗн пурӑнса синкертен ҫӑлӑннӑ. Сироткин вара хӑйӗн таврашӗпе, влаҫпа, саманапа пӗр кӗвӗллӗ пулма пӗлнӗ (хӑйне кура телейӗ те пулнӑ ӗнтӗ). Вун-вун ҫул пирӗн шкулсенче чӑваш литературине вӑл хатӗрленӗ кӗнекесемпе (учебниксемпе, хрестоматисемпе) вӗрентнӗ. Михаил Яковлевич КПССӑн историлле ХХ съездне хутшӑннӑ, темиҫе хутчен ЧАССР Аслӑ Совечӗн депутатне суйланнӑ, пӗр вӑхӑт ун Председателӗ пулнӑ.

М.Я.Сироткин анлӑ тавракурӑмлӑ филолог, ӑста тӗпчевҫӗ пулнӑ: филологи наукисен докторӗ, профессор. Унсӑр пуҫне вӑл сапӑр, килӗшӳллӗ тата асӑрхануллӑ ҫын пулнӑ. Хӑйне шанса панӑ ӗҫе, хушнине яланах тивӗҫлипе пурнӑҫланӑ. Крюгера (Америкӑри Чӑваш чӗлхин тӗпҫевҫи) хирӗҫ хаҫатра питлев ҫырӑвӗ пичетлемелле чух вӑл В.Г. Егоров профессор пек пӑрӑнман, влаҫ ыйтакан ҫыру айне ушкӑнпа пусмалла чухне те Меценатов пек теветкелле хӑтланса хур курман, литература тӗпчевӗнче нацилӗхпе илемлӗх ыйтӑвне Хлебников пек ҫӗклесе идеологи сыхлавҫисене тарӑхтарман. Пултарулӑхне кура хисепӗ: РСФСР Педагогика наукисен академийӗн член-корреспонденчӗ (1957), СССР Педагогика наукисен академийӗн член-корреспонденчӗ (1968), ЧАССР тата РСФСР наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Партипе правительство ӑна Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Героизмӗн Кӗнекине кӗртнӗ, орден-медальпе чысланӑ.

Михаил Яковлевич пултарулӑхӗ чӑваш литература пӗлӗвӗн историйӗнче сумлӑ тапхӑр йышӑнать, хӑй вилнӗ хыҫҫӑн та унӑн пархатарлӑ вӗренекенӗсем Сироткинӑн шкул кӗнекисене ҫӗнетсе кӑларса тӑчӗҫ. 1961 ҫулта тухнӑ “Чӑвашла-вырӑсла словаре” Сироткин словарӗ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑсчах ҫав сӑмахсарӑн тӗп редакторӗ шутланать.

Гуманитари институтӗнчи конференци ӗҫне М.Я.Сироткинӑн хӗрӗпе ывӑлӗ — иккӗшӗ те ученӑйсем — хутшӑнчӗҫ. Доклад тӑвакансем хушшинче хамӑр ӑсчахсем ҫеҫ мар, Йошкар-Олапа Ижкартан килнисем те пулчӗҫ. Конференцие хутшӑннисем Михаил Яковлевичӑн тӗпчевӗсене суйласа илсе кӗнеке хальлӗн кӑларма сӗнчӗҫ. Профессора ҫывӑх пӗлнӗ ӗҫтешӗсем ӑна ӑшӑ кӑмӑлпа аса илчӗҫ. Сироткинӑн чӗрӗ сассине илтни вара пурин чунне те хускатрӗ пулӗ — ӑна хӑй вӑхӑтӗнче “Мелодия” фирма ҫырса илсе грампластинкӑпа кӑларнӑ.

Гуманитари институчӗн литературӑпа фольклористика пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Ендеров тӑрӑшни харама каймарӗ — конференци тивӗҫлӗ шайра иртрӗ.

#конференцисем, #Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем