Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Енри шкул ачисем пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне физика, истори тата общество предмечӗсемпе тытасшӑн. Пӗртен пӗр ача суйланӑ предмет та пур иккен. Ку вӑл — испан чӗлхи. Ҫакӑн пирки республикӑн Вӗренӳ минситерстви ирттернӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Экзаменӑн тӗп тахӑрӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 11-мӗшӗччен пырӗ. Вырӑс чӗлхипе экзамена 7 149 ҫын тытӗ, математикӑпа — 6962-ӗн, ҫав шутра вунпӗрмӗшсем — 6 658-ӑн.
Епле предмета ытларах суйланине маларах каларӑмӑр ӗнтӗ. Цифрӑсен чӗлхипе калаҫас тӑк, обществознание 5 281 ача тытасшӑн, физикӑпа — 2 582-ӗн, историпе — 1 820-ӑн, биологипе — 1 758-ӑн, хими — 1 111-ӑн. Ун хыҫҫӑн информатика (847-ӗн суйланӑ), акӑлчан чӗлхи (802), литература (482), географи (460) предмечӗсем пыраҫҫӗ. Нимӗҫ чӗлхипе 6-ӑн экзамен тытӗҫ, хрантсус чӗлхипе — 5-ӗн.
Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова обществознание суйлакансен йышлине ниепле те пӗтерме май килменнине палӑртнӑ. Ӗҫ рынокӗнче техника профессийӗсем кирлине калаҫҫӗ пулин те гуманитари специальноҫне суйлакансем самай иккен.
