Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш Енре чӑваш чӗлхине епле вӗрентнине сӑнассипе ҫӗнӗ проект пуҫарса ярасшӑн. Кун пирки асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн этнологийӗпе социологи пайӗн ӗҫченӗ Эктор Алос-и-Фонт халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ иккен.
Ӑсчах каланӑ тӑрӑх, проекта чӑвашсен ҫамрӑк (35 ҫула ҫитичченхи) кил-йышӗсен хушшинче ыйтӑм евӗр ирттересшӗн. Тӗпчевре ҫемьесенче килте мӗнле чӗлхепе тата мӗншӗн калаҫнине палӑртасшӑн. Проект пирки каланӑ тӑрӑх, ӑсчах мӑшӑрсенчен пӗри чӑваш чӗлхине пӗлнине шыраҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — вӗсене ача-пӑчаллӑ ҫемьесем ытларах кӑсӑклантараҫҫӗ-мӗн. Проекта йӗркелекенсем кил-йышра вырӑс е чӑваш, е тата асӑннӑ чӗлхесенчен иккӗшӗнпе те калаҫакансене шыраҫҫӗ.
Уйрӑмах хуласенчи, район центрӗсенчи, Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Институтра кирлӗ информацие кӑҫалхи авӑн уйӑхӗ тӗлне пухса пӗтересшӗн. Каярах вӗсем аслӑ ҫулхи тата урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫемьесене те «ҫитесшӗн».
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.09 15:29 | |
Кая юлнă ĕнтĕ вĕсем, мĕншĕн тесен чăваш чĕлхине Чăваш республикинче пĕтернĕ. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.04.09 16:30 | |
Микулай, эс эксперт ĕнтĕ. Шупашкарта пурăнаканскер... | |
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.09 18:30 | |
Вара Шупашкарта е Чăваш республикинче хăш Патшалăх çурчĕнче чăваш чĕлхипе усă кураççĕ? Тĕслĕхсемпе кăтартса пар. Чăваш наци конгресĕнче те ют чĕлхепе усă курман тесе кала апла пулсан. Е чăваш чĕлхин комиссийĕнче ют чĕлхепе çырман тесе мана тепре аса илтер-ха. Унта эсир страус пек пуçăра хăйăр ăшне кĕртсе хуман-и? Эпĕ эксперт мар, анчах та кашни çул эпир Чăваш республикинче пулатпăр та хамăр куçпа куратпăр, хăлхапа илтетпĕр мĕнле чĕлхепе усă кураççĕ халĕ Чăваш республикинче. | |
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.09 18:32 | |
Сан шутпа чăваш чĕлхи Çĕр çинче пĕтекен чĕлхесен шутне кĕмест пулĕ тетĕн пулĕ? | |
Шанăçпи // 2182.96.4995
2014.04.10 09:57 | |
"Чăваш чĕлхине вĕрентессипе" проект пуçласси" пирки методистсем çук пулсан мĕнле калама пулать-ши? Ку проекта кун пек каламалла МАР пулĕ. Проект ячĕ "Чăваш чĕлхине пĕлеççĕ-и? текен социологи мониторингĕ" темелле пулĕ. Гуманитари институчĕн спецификине илес пулсан проект ятне улăштармаллах пулĕ ĕнтĕ. Тĕпчев институчĕн ĕç концепцийĕ - социологи тĕпчевĕсем тăвасси тесе шухăшлатап эпĕ. | |
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.10 15:25 | |
Admin-а: Хăçан эсĕ мана тытма пăрахатăн? |