Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче нумаях пулмасть ҫӗнӗ тӳресене удостоверени панӑ. Ҫапла вара этем шӑпине (айӑплава ҫирӗплетессипе ҫирӗплетмесси, айӑплӑ тесен мӗнле явап тыттарасси вӗсенчен килет-ҫке) татса пама ҫӗнӗрен ултӑ ҫын ирӗк илнӗ.
Тӳресене ҫирӗплетекен хутсене ҫӗршывӑн Президенчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑни ҫинчен калакан хута Анатолий Петрова тыттарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула сучӗн председателӗ тесе — Вера Шуркована, унта тӳрере тӑрӑшма — Наталья Смаевана, Шупашкарти Ленин район сучӗн председателӗн ҫумӗ пулма тесе Юрий Сорокина ырланӑ, унти суд тӳрине — Наталья Фоминана, асӑннӑ хулари Калинин район сучӗн председателӗн ҫумне — Татьяна Дмитриевӑна.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.08 17:41 | |
"удостоверени" сăмаха чăвашла çырма май çук пулсан, чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахпа çырма май тупма пулмасть-ши? | |
