Раҫҫейӗн Правительстви федераци пурлӑхне 2014–2016-мӗш ҫулсенче приватизацилессине прогноз планне ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑнта республикӑри икӗ объект: Шалти ӗҫсен министерствин типографийӗ тата Шупашкарти юханшыв порчӗ кӗнӗ.
«Акцийӗсем федераци харпӑрлӑхӗнчи акционер обществисене приватизацилени федераци хыснине укҫа кӳрессине ӳстерме, компанисене рынока кӑларма тата корпоратив управленийӗн меслетне ылмаштарма май парать», — тенӗ-мӗн РФ Правительствин сайтӗнче.
«Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) информагентство асӑрханӑ тӑрӑх, приватизаци планне тӗрлӗ хулари аэропортсемпе юханшывсен порчӗсем кӗнӗ. Патшалӑх хӑш-пӗр банкри тата 20-е яхӑн издательствӑпа типографири хӑйӗн тӳпине те — акцисене — сутса яма шухӑшлать.