Чӳк уйӑхӗнче «Чӑваш хӗрарӑмӗ» журнал тухма пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитӗ. Хальхи вӑхӑтра вал тухмасть ӗнтӗ, ҫапах та историне аса илер пулӗ...
Журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1928 ҫулта тухнӑ, кӑлараканӗ — ПРКП (ВКП (б)) облкомӗн чӑваш уйрӑмӗ. Пичетленме вӑл Шупашкарта ҫапӑннӑ. Тиражӗ те самай пулнӑ — 2-5 пине ҫитнӗ, уйӑхсерен чӑвашла тухса тӑнӑ. Журнал вӑл вӑхӑтра кил-хуҫалӑх, сывлӑх, вӗренӳ, ача ӳстересси, тасалӑх ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ, республикӑри политикӑпа общество пурнӑҫӗ пирки каласа панӑ. Хастар хӗрарӑмсен ӗҫне, вӗсен пурнӑҫне уҫса пама та манман. Журнал вулакансене илемлӗ литературӑпа та паллаштарнӑ — П. Хусанкай, В. Краснов-Асли, Г. Краснов-Кӗҫӗнни, М. Трубина, А. Алка, Н.Ваҫанкка, Н.Полоруссова-Шелепи, Л. Агаков, А. Петокки, И.Ивник тата ытти ҫыравҫӑ хайлавне пичетленӗ.
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ хыҫҫӑн журнал тухма пӑрахнӑ. Ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче пурӗ 148 кӑларӑм тухнӑ.