Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче ҫул сарнине иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Туса пӗтерсен автомоболистсене лайӑх пулать-ха. Хальлӗхе вара ҫуран ҫӳресен пылчӑкра ҫӑрӑлма тивет.
Ҫула сарас ыйтупа ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул юсакан «Чӑвашавтодор» предприятин яваплӑ ӗҫченӗсене вӑл электромеханика колледжӗнче вӗренекенсенчен ҫӑхав ҫитни пирки пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем хӑмаран ҫапса тунӑ кӗпер евӗр каҫӑпа алтса хунӑ шӑтӑк урлӑ ҫӳреме тивнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Каҫӑ шанчӑклипе шанчӑксӑррине хула тӳри хӑй тӗрӗсленӗ. Коллеждра вӗренекенсем ахальтен пӑшӑрханманнипе килӗшнине палӑртнӑ. Ҫӗрле ун пек ҫӳреме пушшех хӑрушӑ иккен. Автоҫула тӑвакансем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме шантарнӑ.
Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юсав ӗҫне графикран юлса пурнӑҫлани пирки те аса илтернӗ. Юсавҫӑсем инженери сечӗсене куҫарма тивнипе тӑсӑлса кайнипе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха. Тӳре вара ӗҫе виҫӗ сменӑпа йӗркелесе хӑваласа ҫитме хушнӑ.
Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ҫаврине ҫитес уйӑхра тума пуҫламалла.
Сӑнсем (9)