Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Етӗрне районӗнчи ашшӗ-амӑшӗн сӑпка юррисене ҫӗршыв илтӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.04.2014 13:32 | 1271 хут пӑхнӑ
Культура

Етӗрне районӗнче «Ачам валли — сӑпка юрри» конкурс иртнӗ ҫеҫ — кун пирки ОРТ федераци телеканалӑн корреспонденчӗсем пӗлнӗ. Етӗрнесен конкурса тепӗр хут йӗркелеме тивнӗ.

Етӗрне район администрацийӗн ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Яранская каланӑ тӑрӑх, Мускав журналисчӗсем ҫак конкурс пирки «Советская Чувашия» хаҫатран пӗлнӗ-мӗн. Статья кӑҫалхи пушӑн 22-мӗшӗнче тухнӑ.

Конкурса ОРТ телеканал журналисчӗсем валли ятарласа ҫӗнӗрен тума тивнӗ. Вӑл хальхинче те ЗАГС пайӗнчи хӑтлӑ залра иртнӗ. Никама та ӳкӗтлемелле пулман: пурте пухӑнса хаваспах юрланӑ.

Унтан журналистсем Етӗрне хулинче пурӑнакан нумай ачаллӑ Семеновсем патне ҫитнӗ. Вӗсен виҫӗ ача ӳсет. Унтан Мускав ҫыннисем ачасен «Пилеш» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Альбина Краснова патне кӗнӗ.

Эппин, кӗҫех Етӗрне районӗнчи ашшӗсемпе амӑшӗсен сӑпка юррисене пӗтӗм Раҫҫей илтӗ! Хӑҫан? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Журналистсем сюжет хӑҫан эфира тухасси пирки маларах пӗлтерме шантарнӑ.

#Етӗрне районӗ, #Етӗрне, #конкурссем, #ачасем, #телекурав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=104737
 

Комментари:

Алина // 8938.5.5066
2014.04.04 11:48
ОРТ федераци телеканалĕ те пур-и вара халĕ? ОТР (Общественное Телевидение России) пуррине пĕлетĕп-ха...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем