Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта чарӑнусем епле вырнаҫнине тӗрӗслеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.04.2014 17:39 | 1504 хут пӑхнӑ
Хулара Чӑвашла ята ҫухатнӑ «Лакомка»
Чӑвашла ята ҫухатнӑ «Лакомка»

Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем епле вырнаҫнине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Сумлӑ комиссие ҫул-йӗр инспекторӗсем тата инженери коммуникацийӗсене пӑхса тӑракан организацисен ертӳҫисем кӗнӗ.

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, сӑмахран, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Маклыгин ертсе пыракан ушкӑн Калинин районӗнчи 9 вырӑна ҫитсе пӑхнӑ: «Гастелло урамӗ», «Лакомка», «Ача-пӑча медицина центрӗ», «Больница комплексӗ», «Пролетари урамӗ», «Ҫӗнӗ автовокзал», «Энергозачасть», «Шупашкарти трикотаж», «Спартак» стадион» ятлӑ чарӑнусене.

Хула тӳрисене тӗрӗслеве пуҫарма хулара пурӑнакансем ҫӑхавлани хистенӗ. Ҫынсем чарӑнусем майлӑ вырнаҫманни е автоҫула ытла ҫывӑххи пирки пӑшӑрханнӑ. Кунта сӑмах халь тӑваканнисем пирки пырать. Вӗсем юр-ҫумӑртан хӳтӗлекенскерсем кӑна мар, суту-илӳ павильонӗллӗскерсем те. Ҫапла чарӑну тума ҫӗр лаптӑкне Шупашкар хула администрацийӗ аукцион урлӑ тара панӑ.

Чӑн та, халӑх ахальтен шалӑпламан иккен. Хальхи вӑхӑтри нормативсенче чарӑнусем ҫулран 3 метртан ҫывӑхрах пулмалла мар тесе палӑртнӑ иккен. Йӗркепе килӗшсе тӑманнисене нормативпа «ҫураҫтармалла».

Шупашкар администрацийӗн тӗрӗслевҫисем кӑна асӑрхаман пулин те сӑнсене пӑхсан пӗр чарӑну чӑвашла ятне ҫухатни курӑнать. Сӑмах «Лакомка» чарӑну пирки. Ҫӗнӗ хуҫа вырӑсла ятне ҫырса хунӑ, чӑвашли валли вара вырӑн тупайман пулас. Юрать-ха «Перекет банкӗ» ку тӗлӗшпе тирпейлӗрех — вӑл йӗркеленӗ чарӑнусенче чӑвашли те вырӑсли те пур.

#тӗрӗслев, #Шупашкар, #ҫул-йӗр, #чарӑнусем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.03 08:35
Вăл чарăну вăрăнне вырăссем валли çеç тунă пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем