Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Фольклор фестивалӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera 14.03.2014 20:38 | 2071 хут пӑхнӑ
Культура

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 1–11-мӗш класӗсенче вӗренекенсем Культура ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне хутшӑнчӗҫ. Вӑл ялти информаципе культура центрӗнче иртрӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ — ачасене халӑх йӑли-йӗркине упрама, тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарасси.

Чӑваш халӑхӗ авалтанпах хӑйӗн тӗлӗнмелле пуян культурине, йӑли-йӗркине куҫ пек упранӑ, ӑруран ӑрӑва парса пынӑ. Ваттисен пилӗпе чӑваш ҫынни кун-ҫулне сыпӑнтарса пынӑ. Мӗншӗн тесен пирӗн несӗлсем сӑмахлӑха, юрра-ташша, тӗрре яланах пысӑка хурса хакласа пурӑннӑ. Ҫакӑнта вӗсен тараватлӑхӗ, ҫынлӑхӗ, сӑпайлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ аталанса пынӑ. Вӑл ламран лама куҫса пирӗн патӑмӑра та ҫитнӗ. Хӑш-пӗр йӑла-йӗркесем вара паян кун та упранса юлнӑ. Паллах, чылайӑшӗ ӗлӗкхи сӗмне ҫухатнӑ. Апла пулсан та халӑх манмасть вӗсене.

Чи малтанах сцена ҫине кӗвентеллӗ маттур та чипер хӗр ачасем чӑвашӑн илемлӗ кӗввипе ҫӑмӑл утӑмсемпе курӑнса кайрӗҫ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе, сӑпайлӑхӗпе тыткӑнларӗҫ.

Фествале 6-мӗш класра вӗренекенсем — Светопольская Иринӑпа Мартышкин Сергей ертсе пычӗҫ. Сценарие хатӗрлекенӗ — шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.Н. Круглова.

Хӗллехи вӑхӑтра хӗрсем час-часах улаха ҫӳренӗ. Вӗсем кӳршӗ ялсене тӑванӗсем патне хӑнана кайса пӗрер, икшер эрне, хӑш чухне пӗр уйӑх та пурӑннӑ. Хӗрсем хӑйсене валли тупра хатӗрленӗ. «Улах ларнине» 11-мӗш класра вӗренекенсем пысӑк ӑсталӑхпа кӑтартса пачӗҫ.

Чӑваш пурнӑҫӗнче ял-йышпа пухӑнса ирттерекен йӑла-йӗркесем чылай. Пирӗн асаттесем, хальхи вӑхӑтра вара атте-аннесем ҫуркунне, ҫулла, хӗлле е кӗркунне ялан пӗр вӑхӑтра ирттернӗ. Кашни уявӑнах авалтан килекен хӑйне евӗр пӗлтерӗшӗ, сӑмахлӑхӗ, юрри-ташши.

Ҫӑварни — халӑх юратакан уявсенчен пӗри. Ӗлӗкрен килекен йӑлапа ҫӑварни эрнинче икерчӗ пӗҫереҫҫӗ, лашасем ҫине шӑнкӑрав ҫакса, ҫунисене илемлетсе катаччи чупаҫҫӗ.

7-мӗш класра вӗренекенсем Ҫӑварни уявне сцена ҫинче кӑтартса панине куракансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ.

Ӗлӗкхи вӑйӑсем те питӗ интереслӗ иртнӗ. Кашниех хӑйне евӗрлӗ киленӳ, илӗртӳ. Эппин, манар мар ӗлӗкхи вӑйӑсене. «Атьӑр, вӑййа тухар-и?» — ҫапла калас килет манӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксене. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем ача-пӑча вӑййине кӑтарӗҫ. Вӗсем те аслисенчен юлмарӗҫ.

Юмах ӑсти сӑмах шырамасть теҫҫӗ ваттисем. Ку сӑмах «юм», «юмлас» сӑмахсенчен пулнӑ. Ача-пӑчана, ватти-вӗттине юмахпа асамлӑх «сипленӗ», кӑмӑлне тивӗҫтернӗ, малалла ӗмӗтленме хавхалантарнӑ, чун-чӗрере хавхалану туйӑмӗ ҫуратнӑ. Сцена ҫине 5-мӗш класра вӗренекенсем те тухма васкарӗҫ, чӑваш юмахӗсемпе хавхаланса паллаштарчӗҫ.

Ҫапла вӑл чӑваш пурнӑҫӗ: ӗҫҫи хыҫҫӑн уявӗ-канӑвӗ килех тӑрать. Пурнӑҫ илемӗ ҫавӑ мар-и вара? 8-мӗш класра вӗренекенсем выртмана сӑнласа кӑтартрӗҫ. Выртмари ача-пӑчасем юмах ячӗҫ, юптарчӗҫ, тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗҫ.

Сӗрен уявне 6-мӗш класра вӗренекенсем хаваспах кӑтартса пачӗҫ.

Салтак… Нихҫан та ҫӑмӑл пулман ун шӑпи. Ахальтен-и чӑваш:

Юрлас килмест юррине,

Каяс килмест салтакне,

Ирӗксӗрех илсе каяҫҫӗ.

Салтак ячӗ сахӑр мар:

Ҫӑвара хыпсан ирӗлмест,

Пылак тути каламасть…»

тесе юрланӑ. Тӑванӗсенчен нумай ҫуллӑха, тен, ӗмӗрлӗхе те уйрӑлакан ҫеҫ ҫапла татӑлса калама пултарнӑ. Салтака ӑсатнине 9-мӗш класра вӗренекенсем кӑтартса пачӗҫ.

Ҫимӗкпе Питрав хушши — ҫулталӑкӑн чи илемлӗ вӑхӑчӗ. Ҫак тапхӑрта ӗлӗк ҫамрӑксем кашни каҫ вӑйӑ картине пуҫтарӑннӑ. Вӑйӑсене тӗрлӗ ҫӗрте хӑйне евӗрлӗ ирттернӗ пулин те вӗсен тӗп пӗлтерӗшӗ ҫут ҫанталӑка асамлӑ витӗм кӳресси пулнӑ. Карталанса ҫаврака туни, хӗвеле май куҫни, юрлани-ташлани тата выляни-кулни ҫут ҫанталӑка хӑйсен енне ҫавӑрма пулӑшасса шаннӑ авалхи чӑвашсем.

Айтӑр вӑйӑ пуҫлар-и,

Ҫаврӑм сӑвӑ калар-и?

Ҫимӗк иртсе кайиччен

Савӑнайса юлар-и?

Хамӑр тӑрӑхри вӑйӑпа вара 10-мӗш класра вӗренекенсем паллаштарчӗҫ.

Фольклор уявӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Куракансем тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

#Курнавӑш, #Ҫӑварни, #уявсем, #шкулсем, #КУльтура ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем