Тем тесен те, халӗ ялти клубсене халӑх ытлах пухӑнасшӑн мар. Ӗлӗк культура ҫурчӗсем кӗрлесе ҫеҫ тӑнӑ. Шел те, халӗ ун пек мар. Тӗнче тетелӗ аталанни, кашни килтех компьютер-телекурав пурри витӗм кӳретех ҫав.
Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнчи халӑха культура ҫуртне илӗртме пӗлеҫҫӗ. Унта драма куржокӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӗсем премьерӑпа сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем Георгий Ирхи сценарийӗпе хатӗрленӗ «Лар, аннеҫӗм, юнашар» спектакльпе киленнӗ. Спектакле Елена Владимирова (кӳрши), Марина Иванова (аслӑ хӗрӗ), Лина Никандрова (Олеся, аслӑ хӗрӗн ачи), Марина Макарова (вӑтам хӗрӗ), Татьяна Иванова (тӑван мар йӑмӑкӗ). Тӗп роле — анне сӑнарне — Земфира Африканова калӑпланӑ.
Артистсем хӑйсен пултарулӑхне май килнӗ таран кӑтартнӑ. Куракансем шывланнӑ куҫемпе сцена ҫинчи ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ.