Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет.
Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ.
Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ.
РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать.