Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Митта Ваҫлейне Патӑрьелте асӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.03.2014 09:50 | 1464 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Музейри стендсенчен пӗри
Музейри стендсенчен пӗри

Митта Ваҫлей ячӗлле преми лауриачӗсем ӗнер, паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑ кун, Патӑрьел тӑрӑхне ҫитнӗ — ун вил тӑпри ҫине чечек хунӑ.

Ҫула фонд ертӳҫи Илле Иванов, Тольяттири чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Глухов Алексей Петрович (лауриат), Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова (лауриат), районти «Авангард» хаҫатӑн (лауриат) редактор ҫумӗ Николай Дмитриевич Ларионов, ЧППУ студенчӗ Алина Егорова тухнӑ. Вӗсем районӑн администраци пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыракан Мансур Калмоковпа тӗл пулнӑ, Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» музее ҫитсе курнӑ. Музейра ҫак кунсенче паллӑ сӑвӑҫа асӑнса ятарлӑ курав ӗҫлет — унта Митта Ваҫлейӗпе тӗплӗн паллашма май пур.

Ҫавӑн пекех вӗсем АСлӑ Арапуҫри шкула та ҫитсе курнӑ — кунта иртнӗ мероприятие хутшӑннӑ. Шкул ачисем Митта Ваҫлейӗн сӑввисене епле вулани, паллах, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.

Ҫулҫӳрев Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине ҫитсе унта чечек хунипе вӗҫленнӗ.

#музейсем, #Патӑрьел районӗ, #премисем, #тӗлпулусем, #Ҫӗнӗ Ахпӳрт, #шкулсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.07 18:36
Хăш вăхăтран ПатăрЪелне çемçе паллăпа çырма тытăннă? Эпĕ çавнв тӳрлетсе çырнине мĕншĕн пăрахăçланă?
2014.03.07 18:50
Аçтахар Плотников
Çĕнĕ орфографи правилисемпе çапла. Сăмахсене уйрăм çырассипе килĕшместпĕр пулсан, кун пирки — категорически хирĕç мар.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.09 00:19
Апла пулсан "правило" сăмаха та пулин чăвашла çырма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем