2003 ҫултан пирӗн республикӑра тата тепӗр журнал тухма пуҫларӗ. Унӑн ячӗ - «Сӑмах». Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫулталӑкне 4 хут ҫутӑ кун кураканскере пирӗн ентеш, педагогика наукисен кандидачӗ К.Овчинникова тӗп редактор тытса пырать.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче черетлӗ (шучӗпе 10-мӗш) номер 100 экземплярпа пичетленсе тухрӗ. Вӑл номере Ксения Петровна пӗтӗмӗшле Шоркка ялне халалланӑ. «Шоркка таврашӗ - историпе культура йӗркеленӗвӗ» темӑна пур енлӗн уҫса пама тӑрӑшни сисӗнет. 41 страницӑллӑ журналта 1854, 1856 ҫулсенчи картта та пур. Ял уявне хутшӑннисем журнала пысӑка хурса хакланӑ. «Хамӑрӑн историе пӗлмелле, журнал пурне те ҫитмерӗ те. Кирлӗ ӗҫ тӑвать Ксения Петровна», - ҫапла каларӗҫ парнеллӗ-журналлӑ пулнисем.
А.АРДАЛИОНОВА, «Тӑван Ен»