Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗлӗнтермӗш курав ӗҫлеме пуҫларӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.08.2008 11:22 | 1388 хут пӑхнӑ

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче районти «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» халӑх музейӗнче «Тӗнчери лӗпӗшсем тата нӑрӑсем» курав ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак кун тӗлӗнмелле хурт-кӑпшанкӑсен тӗнчипе район пуҫлӑхӗ А.И.Криков тата райадминистраци ӗҫӗсен управляющийӗ А.В.Башкиров паллашрӗҫ, куравпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Районти «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» музейра курмалли, ӑша хывмалли чылай. Кунта районти халӑх историйӗн тӗрлӗ тапхӑрӗнчи пурнӑҫӗпе, йӑли-йӗркипе, чаплӑ ывӑл-хӗрӗсен пултарулӑхӗ ҫинчен калакан информаципе паллашма пулать. Музейра вӗрентӳпе культура мероприятийӗсем те иртеҫҫӗ. Реконструкци ӗҫӗсем хыҫҫӑн музейӑн пӗлтерӗшӗ ӳссе пырать. Унта вырӑн тупнӑ экспонатсем республикӑра, ҫавӑн пекех вырӑнта пурӑнакансене те чӑннипех кӑсӑклантараҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Енри лӗпӗшсем пухакан паллӑ энтомолог Виссарион Петрович Лосманов хӑйӗн ӗҫӗсене районти музее тӑратнӑ. Куравра пурӗ 4 пине яхӑн тӗлӗнтермӗш лӗпӗшсемпе нӑрӑсем. Вӗсене Раҫҫейӗн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пухнӑ, тропик ҫӗршывӗсенчи хурт-кӑпшанкӑсен тӗсӗсем те чылай.

Лӗпӗш-нӑрӑсен пуххине курсан ҫутҫанталӑкӑн чӑн-чӑн илемлӗхне, тӗлӗнтермӗшне туятӑн. Вӗсен йышӗнче питӗ сайра тӗл пулакан лӗпӗшсем чылай, лӗпӗш-гигантсен, тӗнчери чи пысӑк нӑрӑсен пуххи чуна тыткӑнлать. Кунтах скорпионсемпе те паллашма май пур. Куравра кашни лӗпӗшӗн, хурт-кӑпшанкӑн ятне ҫырнӑ, хӑш ҫӗршыврине те палӑртнӑ. Ку вӗренекенсен тавра курӑмне анлӑлатать, пӗлӗвне ӳстерет.

Ҫавӑн пекех куравра ҫулҫӳревҫӗн, лӗпӗшсем пухаканӑн йывӑҫ-туратсенчен касса илемлетнӗ тӗрлӗ кӗлеткесем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Музее пыракансем кашни экспоната тимлӗн сӑнаҫҫӗ, вӗсен илемлӗхӗпе киленеҫҫӗ.

Лӗпӗшсем, лӗпӗшсем... Улӑхри тӗрлӗ тӗслӗ чечек евӗр ҫиҫеҫҫӗ курава тӑратнӑ лӗпӗшсем. Хурт-кӑпшанкӑсен илемлӗх тӗнчи пирки сӑмахпа каласа ҫитереймӗн, ӑна кашнин курмалла.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#куравсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем