Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне муниципалитетсен хыснине 1,3 миллиард ытларах тенкӗ тупӑш кӗнӗ, ку вӑл ҫулталӑка палӑртнин 7,3 проценчӗ пулнине республикӑн Финанс министерстви хыпарлать. Тӑкак вара 1 миллиардран кӑштах иртнӗ е — ҫулталӑка палӑртнин 5,5 проценчӗ чухлӗ.
Районсемпе хуласен пӗтӗмӗшле хыснине тишкерсен тупӑш пайӗ тӑкакран 307,1 миллион тенкӗ иртнине палӑртмалла. Малтанласа вара 379,6 миллион тенкӗлӗх дефицит пуласса планланӑ. Ҫапах та 14 муниципалитетра хысна дефититпа тулнӑ. Ҫавӑн йышшисен шутӗнче — Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Тӑвай районӗсемпе Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем.