Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӗлтӗрсене эпир Ӗпхӳри чӑваш вырсарни шкулӗн ҫуртне сутса яма шухӑш тытни пирки пӗлтерсеччӗ. Юнкун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ та имӗш — ҫурта Нефтекамск хулинчи усламҫӑна Марат Хафизова сутса янӑ.
«Коммерсант-Уфа» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуртшӑн ыйтнинчен икӗ хут пысӑкрах хак панӑ — пурӗ 5,23 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ пулать. Ҫапла май ҫурта 25 ҫуллӑха Марат Хафизова тара парӗҫ. Аукционра пурӗ тӑваттӑн хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче малтан «Лукойл-Уралнефтепродукт» топ менеджерӗ пулса ӗҫленӗ Марат Хасановӑн компанийӗ те пулнӑ имӗш.
Аса илтеретпӗр, аукционра ҫӗнтерекене ҫурта 25 ҫуллӑха тара парӗҫ, хакӗ — пӗр тӑваткалшӑн 1 тенкӗ. Пӗтӗмӗшле ҫурт 728 тӑваткал метр йышӑнать. Марат Хафизовӑн халь икӗ ҫул хушшинче ҫак ҫурта юсаса ҫӗнетме тивӗ. Ун хыҫҫӑн ҫуртӑн 1-мӗш хучӗ — 187, 7 тв. м. — Чӑваш вырсарни шкулне куҫмалла. Ытти лаптӑкпа ҫӗнӗ хуҫа хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарӗ — офиссем йӗркелеме, усламҫӑсене тара пама. Хальхи вӑхӑтччен вара пӗтӗм ҫуртпа Чӑваш вырсарни шкулӗ усӑ курнӑ.
Ку ҫурта 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен. Революциччен унта Ӗпхӳри кӗпӗрнен земство управленийӗ, Уес училищи вырнаҫнӑ пулнӑ. 1892-мӗш ҫултанпа унта чӑвашсен паллӑ математикӗ тата педагогӗ Павел Миронов тӑрӑшнӑ. 1918-мӗш ҫулта вӑл унта ӗҫлекен Чӑвашсен учитель семинарине ертсе пынӑ. Паян вырсарни шкулӗ Павел Миронов ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Айтар // 3712.84.1115
2014.02.15 15:35 | |
Ма "парĕç" тесе çырнă? "Пачĕç" тĕрĕс мар-и? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.02.15 15:51 | |
хальхи вăхăтра — паман-ха. Контрактне алă пуснă хыççăн кăна. | |
