Ҫӗртмен 27-28-мӗшӗсенче «Айша» автор юррисен республикӑри уҫӑ фестивалӗ иртрӗ, ӑна 80-мӗш ҫулсенчен пуҫласа ҫулсерен ҫертме уйӑхӗн юлашки канмалли кунӗсенче ирттереҫҫӗ. Хальхинче фестиваль Ешӗлвар районӗнчи Айша поселокӗ ҫывӑхӗнчи ҫаранра, шыв хӗрринче, паллӑ Грушинский фестиваль умӗн пӗр эрне маларах иртрӗ.
«Айша» фестивале йӗркелекенсен шутӗнче Хусан мэрийӗ, Ешӗлвар районӗн администрацийӗ, ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм министерстви, «АК БАРС КАПИТАЛ» Управляющи компани» тулли мар яваплӑхлӑ общество, «Содружество авторов» продюсер центрӗ, «Concerto» РКА. Фестивалӗн йӗркелӳ комитетне В. Муравьев ертсе пырать, унӑн ҫумӗсем В.Беспалов тата С.Аршинов. Вӗсем фестивале йӗркелес ӗҫре нумай тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Ю.Зиганшинӑна, А.Березинские, С.Бальцера та палӑртса хӑвармалла.
Кӑҫал фестиваль 21-мӗш хут иртет. Вӑл ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Хусантах пуҫланнӑ тесен те йӑнӑш пулмасть, мӗншӗн тесен «Маяковский. Желтая кофта» ресторан-клубра бард юррисен ҫӑлтӑрӗн А.Козловскин концерчӗ иртрӗ, ҫакӑнтах вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ дискӗпе те паллаштарчӗ.
«Вӑрманти» программа вара 27-мӗшӗнчен пуҫланнӑ, кунта яланхи пекех авторсен юррисен конкурсӗ. Икӗ сцена йӗркеленӗ, пӗри тӗп сцена, тепри «ирӗклӗ микрофон», кунта пуҫласа бард юррисене юрлакансем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Конкурсра пурӗ 12 номинаци палӑртнӑ, спонсорсем пулӑшнипе асӑнмалӑх тӗрлӗ парнесем пулчӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене гитара парнелерӗҫ.
Фестиваль ирттернӗ вӑхӑтра кунта ҫулсерен бард юррисен ҫӑлтӑрӗсем килсе курма пултарнӑ, акӑ, тӗслӗхрен, А.Розенбаум, В.Туриянский, В.Луферов тата ытисем те, ҫавӑн пекех ют ҫӗршывсенчен те килекенсем пулнӑ. Халӗ те кунта Хусанти бардсемпе пӗрлех тӗнчипе паллисем те хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Фестиваль иртнӗ хыҫҫӑн юрӑсен дискне кӑларма шутлаҫҫӗ, видеоматериал та ҫителӗклех.